Чӑваш Енри яш-хӗр, 11-мӗш класран вӗренсе тухаканскерсем, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытма пуҫланӑ. Паян ҫамрӑксем географипе тата информатикӑпа пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.
Географипе 352 ҫын ППЭ тытнӑ. Информатика предметне вара 679 яш-хӗр суйланӑ. Вӗсем экзаменсене ултӑ пунктра тытаҫҫӗ: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Географипе ППЭ 3 сехет тӑсӑлнӑ. Унта ҫамрӑксем линейкӑпа, транспортирпа, калькуляторпа усӑ курнӑ. Информатика экзаменне вара нимӗн те илсе кӗме юраман.
Сӑмах май, кӑҫал географипе сахалтан та 37 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ.
Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ.
Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ.
Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ.
Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла.
Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ.
Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
«Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ» ҫумӗнче медпулӑшу паракан пӗрлехи служба йӗркеленӗ, унти хатӗр-хӗтӗре ҫӗнетнӗ. Анчах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пур-пӗрех тупса палӑртнӑ. Унашкал тӗслӗх пӗтӗмпе — 165.
Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче хыснаран эмел, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянма уйӑрнӑ укҫапа тӗллевлӗн усӑ курман. Куславккари тӗп пульницӑра вара хӑш-пӗр пӳлӗмре ӗҫченсем пурӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшӑвӑн хӑш-пӗр уйрӑмӗнче диспетчер пункчӗ пулман. Хӑш-пӗр пульницӑра вара пациентсене сӑлтавсӑрах йышӑнма хирӗҫленӗ.
Прокуратура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 8 ӗҫ тата 1 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнчи Нина Скворцова малтан Мускавра пурӑннӑ. Вӑл унти хваттерне хӑварса яла куҫса килнӗ. Халӗ вӑл теплицӑра пахча ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп усрать.
Нина Скворцова Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑра 25 ҫул акушеркӑра ӗҫленӗ. Унтан Мускава ҫемйипех куҫса кайнӑ. Ӑна аппӑшӗ хваттер парнелесе хӑварнӑ пулнӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Нина Федоровна Мускавра пурӑннӑ. Анчах ял пирки манман.
Яла куҫса килсен хӗрарӑм кил-ҫуртне хӑтлӑлатнӑ, пахчара улма-ҫырла ҫитӗнтерме пуҫланӑ. Пахчара виҫӗ теплица лартнӑ. Унта чӑх-чӗп ҫитӗнтерет. Теплицӑра ӑшӑ, симӗс курӑк ӳсет. Чӗпсене вара инкубаторпа кӑларать.
Ачисем те унпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем лавккаран апат-ҫимӗҫ туянмаҫҫӗ, хӑйсем туса илеҫҫӗ. Хӗрарӑм яла куҫнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест, ырӑлӑхра пурӑнать вӑл.
Ипполит Николаевичпа Елизавета Кирилловна Николаевсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Мӑшӑр халӗ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнать.
Вӗсем Шупашкар районӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ипполит Николаевич 1954 ҫулта ҫара кайнӑ. Вӑл Венгрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫартан таврӑнсан, 1957 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ипполит Елизаветӑна качча тухма ыйтнӑ.
Вӗсем ҫав кунах Хыркассинчи ял Канашне кайса ҫырӑннӑ. Мӑшӑр икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, халӗ вӗсен пилӗк мӑнук, вӗсен сакар ачи пур. Николаевсем 1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Ипполит Николаевич — водительте, Елизавета Кириллавна бригадирта ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпрома» Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Мӗншӗн? Сывлӑша вараланӑшӑн.
Инвентаризаци вӑхӑтӗнче производство лапамӗсенче сывлӑша варалакан 1 пин ытла ҫӑлкуҫ пуррине тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ – кремниорганика, водород перекиҫӗн тата ҫурмапродуктсен органика продукчӗсен цехӗсенче.
Ку йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑншӑн «Химпром» предприятие 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май ҫынсем хваттерсенче шӑнаҫҫӗ. Кӳршӗ республикӑра ҫӗнӗрен ӑшӑ панӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш Енре те ку ыйтӑва хускатнӑ.
Паян Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ панӑ. Кун пирки «Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюс филиалӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ паянтан ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ парасси пирки йышӑну тунӑ. Паянхи 14 сехет тӗлне хулари 16 вӗренӳ учрежденине ӑшӑ панӑ
Ҫӗнӗ Шупашкарта та ачасем шӑнмӗҫ. Унта та ача пахчисемпе шкулсенче пӑрӑхсем ӑшӑ ӗнтӗ. Мэри хулари ҫуртсене ӑшӑ парасси пирки ыйтӑва сӳтсе явать.
Чӑваш Енри тӑватӑ парабадминтонист Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Турцире иртне ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленнӗ тупӑшура хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем вӑй виҫнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачӗ 11 пӑхӑр медальпе пуянланнӑ. Вӗсенчен 7-шне чӑваш спортменӗсем ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӑмӑрту тӗнче чемпионачӗ валли хатӗрленӳ старчӗ шутланать. Вӑл кӑҫал чӳк уйӑхӗнче Кӑнтӑр Корейӑра иртет.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей Кубокӗн иккӗмеш тапхӑрӗ иртет. Унта хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Атӑлта хӗр виллине тупнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара катерпа илсе кайнӑ. Ҫав хӗр 21 ҫулта пулни паллӑ. Вӑл Атӑл леш енче путса вилнине те палӑртнӑ.
Ку инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ҫак кунсенче республикӑра ҫанталӑк ҫуллахи пек шӑрӑх тӑчӗ. Хӗр шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ-и? Е урӑх сӑлтава пула-и? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрӗн ятне-шывне те палӑртаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |